Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кашни хайлавӗ — утмӑлтурат чечекӗ

Питӗртен Шупашкара кайма хатӗрленнӗ чухне хамӑн архиври асаилӳсене уҫкаласа пӑхрӑм. Куҫ умне 1998 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫырса хунӑ хут тухрӗ. Ҫак асамлӑ паян та кивелмен пуль тетӗп. Тӑватӑ ҫул каярах ҫырнине илсе кӑтартам-ха.

«Пӗлтӗр, ҫутҫанталӑк кӗре сулӑнсан, Юлия Силэм вулакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнелесе савӑнтарчӗ — «Василий Николаев академик. Кун-ҫул утӑмӗсем». Хуплашки илемлӗ, хӑйне евӗрлӗ — хӗллехи шартламара пӑрланса чӗнтӗрленнӗ чӳрече куҫӗсенчен ӳкерсе куҫарнӑ ытарайми чӑваш тӗррисем.

Автор, тапхӑртан тапхӑра куҫса пырса, академикӑн вӗресе тӑракан пурнӑҫне те тӗрӗсем пек анлӑн сӑнарлать: ача чухнехи — ултӑ терӗ, вӑтам шкулта ӑс пухни — виҫӗ тӗрӗ, аслӑ шкулта вӗренни — виҫӗ тӗрӗ тата тӗнчери паллӑ ӑсчахӑн малашнехи кун-ҫулӗ вунӑ тӗрӗ.

Кӗнекере академикӑн чи ҫывӑх тӑванӗсем ҫинчен каласа пани те чылай.

Вулама тытӑнсанах, пирвайхи йӗркесенченех кӗнеке чуна тыткӑна илчӗ, вара юлашки страницӑна уҫиччен тепӗр ӗҫе тытӑнма кӑмӑл та туртмарӗ. Хӑш-пӗр тӗлте чун тӑвӑнса килнипе куҫ шывланма хатӗр пулсан та, чаплӑ ентеш ҫинчен ҫырни чун-чӗрене ҫав-ҫавах тӗлӗнмелле мӑнаҫлантарса савӑнтарать. Кӗнекен хыҫалти хуплашкине хупсан чунра тем ӑшӑ-ӑшӑ пулса кайрӗ. Унтан тӗрлӗ шухӑш пуҫа кӗрхи тӑман пек хуллен-хуллен шуса кӗме тытӑнчӗ. Тарӑн шухӑш авӑрне туртать ҫак кӗнеке.

Тӳрех каламалла — кӗнеке геройӗн те, ҫак йӗркесене ҫыраканӑн та ача чухнехи пурнӑҫ ҫул-йӗрӗ пӗр пекех пулнӑ-ҫке. Куҫа хупатӑп та, Ҫавал тӑвайккинче, хӗвел ӑшши ҫапнӑ ҫӗрте, Ваҫҫа манпа юнашар ҫара уран ларнине куратӑп: вӑл хур-кӑвакал пӑхать, эпӗ ӗне-сурӑх кӗтӗвӗ кӗтетӗп. Иксӗмӗр те хырӑм выҫнипе час-часах Шӑхасан еннелле пӑхкаласа илетпӗр. Тата вӑрҫӑран юратнӑ атте, пиччесем таврӑнманни, шкула кӗлисем шӑтнӑ ҫӑпатапа ҫӳрени аса килет. Ҫапла хура-шур нумай тӳснӗ эпир — хӑрушӑ вӑрҫӑ ачисем. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та пурнӑҫӗ пирӗншӗн пылак пулман. Пулас академикӑн ачалӑхӗ те савӑнӑҫлӑ пулнӑ тесе калама никамӑн та чӗлхи ҫаврӑнаймасть пулӗ.

Малалли страницӑсенче Юлия Силэм Василий Николаева — халӗ ӗнтӗ «кӗрнеклӗ, ҫирӗп шӑм-шаклӑ, лутра та мар» каччӑна. Ҫавал урлӑ выртакан кӗперпе каҫарса, тӑвалла хӑпаракан Канаш ҫӳлӗпе, ашшӗ тата ялти арҫынсем фронта тухса кайнӑ ҫулпа Хусана ӑсатать — ҫӑмӑл пурнӑҫпа телей кайӑкӗ шырама мар, вӗренме, аслӑ шкулта ӑс пухма.

Телейӗ вара пирӗн кӗнеке геройӗн пурнӑҫ ҫулӗпе «урисене сарлакан, ҫирӗппӗн ярса пусса» утнӑ май пӗрчӗкӗн-пӗрчӗкӗнех пуҫтарӑнать — вӑл вӗт Маруҫ аппа (Ваҫҫа амӑшӗ) уйран уҫланӑ чухне ҫӳпҫере пӗрчӗн-пӗрчӗн услам ҫу ӳкнӗ пек пухӑнать.

Телейпе ҫуталнӑ пулӗ Василий Николаев студентӑн пит-куҫӗ те ватӑ профессор ҫапла пил парсан: «Ӑслӑ йӗкӗт эсӗ, Николаев. Сана пысӑк малашлӑх кӗтет. Каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр ӗҫле. Ӗҫле те ӗҫле».

Телей мар-ши тата Василий Николаевич Николаевшӑн вӑтӑр ҫултах хӑйӗн пӗрремӗш тӗпчев ӗҫне диссертаци вырӑнне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлени? Мӗнпе хаклама, мӗнпе виҫме пулать-ши аслӑ океан урлӑ каҫса Америкӑри Сиракуз университетӗнче сӑмах каланӑ чӑваш телейне? Ку асран кайми пулӑм Василий Николаевич тивӗҫлипе академик ятне илсен пулнӑ-ха.

Юлия Силэм хӑйӗн ҫӗнӗ произведенине жанр енчен документлӑ повесть тет. Ҫапах та ҫирӗм хайлава прозӑпа ҫырнӑ пулин те, вӗсем сӑвӑ ярӑмӗ пек юхса пырса вуланаҫҫӗ. Ку автор пултарулӑхӗ. Вӑл ҫырнӑ калавсемпе повеҫсене тахҫанах вуласа киленнӗ-ха, ку хутӗнче те чуна савӑнтарчӗ.

Ҫак кӗнеке хыҫҫӑн Юлия Силэм пире, вулакансене, «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» ятлӑ романа ҫутта кӑларса алла тыттарчӗ. Ырми-канми, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет писатель. Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем паллӑ ҫыравҫа лайӑх пӗлеҫҫӗ, « Тӑван Атӑл», «Ялав» журнала час-часах алла тытакансем унӑн хайлавӗсемпе тахҫанах паллашнӑ.

Ю.А.Силэмӗн литература пултарулӑхне тивӗҫлипе хакласа тата чӑваш халӑхӗн вӗрентӳпе культура ӗҫне аталантарма чуна парса тӑрӑшнине шута илсе, кӑҫал Санкт-Петербургри Пӗрремӗш Петӗр ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президиумӗ писателе хӑйсен чӑн членне суйларӗ, Питӗрте пурӑнакан чӑвашсен пӗрлешӗвӗ ӑна хӑйсен хисеплӗ йышне илчӗ.

Хисеплӗ Юлия Александровнӑна эпир, Нева юханшывӗ хӗрринче пурӑнакан чӑвашсем, ҫырас ӗҫре хавхалану сунса ӑшшӑн саламлатпӑр! Ыраш пуссинчи утмӑлтурат чечекӗсем пек илемлӗ произведенийӗсемшӗн ӑна мӗн пур кӑмӑлтан тав тӑватпӑр. Малашне те чӑваш чӗлхине чун-чӗререн парӑнса, чӑваш сӑмахлӑхне аталантарма тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн ҫыравҫа Ҫӳлти Турӑ вӑй патӑр! Малашнехи ӑраскаллӑ пурнӑҫра ӑнӑҫусем, телейлӗ кунсем час-часах савӑнӑҫ кӳччӗр ӑна.

Виталий Золотов,
отставкӑри пӗрремӗш рангри капитан.
«Тӑван Атӑл», 2002, 7№


 
Категорисем: Юлия Силэм
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 19:30:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5141 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем